Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
7 Сентябрӗн 2022, 20:28

Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче пӗрремӗш хут Пӗтӗм тӗнчери "Транспорт тата строительство" конгрес иртӗ

Мероприяти "Пуласлӑх строительстви" парк территорийӗнче иртӗ.

Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче пӗрремӗш хут Пӗтӗм тӗнчери "Транспорт тата строительство" конгрес иртӗ
Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче пӗрремӗш хут Пӗтӗм тӗнчери "Транспорт тата строительство" конгрес иртӗ

Сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшĕччен Пушкӑртстанӑн тӗп хули "Транспорт тата строительство" Тӗнчери Пӗрремӗш конгреса хутшӑнакансемпе хӑнисене йышӑнӗ. Мероприяти "Пуласлӑх строительстви" парк территорийӗнче иртӗ.
Конгресс организаторӗ - Раҫҫей Федерацийӗн Транспорт министерствипе Раҫҫей Федерацийӗн Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви пулӑшнипе Пушкӑртстан Республикин Правительстви.
Палӑртса хӑваратпӑр, ҫӗршыв - "Транспорт тата строительство" Пӗтӗм Тӗнчери Пӗрремӗш конгресӑн партнерӗ Беларуҫ Республики тухса тӑрать. Казахстан, Узбекистан, Турципе Иран представителӗсем хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ.
Специализациленӗ мероприяти шайӗнче инвестици илӗртӳлӗхӗ валли, регионсен хушшинчи ҫыхӑнусем валли оптималлӑ условисем туса парас ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Конгрес тӗп мероприятийӗ "Стратеги – 2030 – транспорт тата строительство – ҫӗнӗ чӗнӳсем" пленум ларăвĕ пулса тӑрӗ, унта федераци тата ӗҫ тӑвакан влаҫӗн регионти органӗсен представителӗсем, ҫӗршыв-партнер, бизнес, экспертсем тата ыт. те тухса калаҫӗҫ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче пӗрремӗш хут Пӗтӗм тӗнчери "Транспорт тата строительство" конгрес иртӗ
Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче пӗрремӗш хут Пӗтӗм тӗнчери "Транспорт тата строительство" конгрес иртӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: