Учалăри ҫӗвӗ фабрикине 1971 ҫулта тунӑ, вӑл «Комбинат рабочей одежды» АО компанийӗн пысӑк предприятийӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Кунта РЖД вали ҫуллахи тата хӗллехи спецтумтирсем, «Полюс Золото», Евросибэнерго компанисем тата ытти предприятисем вали ҫӗлеҫҫӗ. Кунта пурӗ 602 ҫын ӗҫлет. Паян предприятинче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров килсе кайнă.
2014 ҫулта касмалли-хатӗрлев тата ҫӗвӗ цехӗсем вырнаҫнӑ ҫӗнӗ ҫурт туса лартнӑ. Фабрика директорӗ Файруза Степаненко предприятие пысӑк технологиллӗ оборудованипе пуянлатни ҫинчен каласа пачӗ. Раскладкӑсемпе лекалсене туса хатӗрлемелли процеса автоматизациленӗ, кӗске вӑхӑтра кирек мӗнле виҫеллӗ тата ӳсӗм изделийӗсен ҫӗнӗ моделӗсене туса хатӗрлеме май парать. Ку япаласене техника условийӗсемпе тата ГОСТпа килӗшӳллӗн туса хатӗрлеҫҫӗ.
Изделисен ассортименчӗ тӗрлӗ – 300 ытла. Вӗсем тӗрлӗ ведомствӑсемпе промышленноҫ предприятийӗсенче, медицинӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче, сунарҫӑсемпе пулӑҫсем валли, шкулчченхи тата санаторипе курорт организацийӗсем валли ҫемҫе инвентарьсем, кадет класӗсем валли костюмсем хатӗрлеҫҫӗ. Конструкторпа технологи служби заказчиксене модель суйласа илсе пулӑшать.
Фабрика директорӗ республика ертӳҫине Раҫҫей ҫарӗ валли хӗллехи хир тумӗн опытлӑ тӗслӗхне кӑтартрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, часах Оборона министерствин комиссийӗ ăна йышӑнмалла.
«Башинформ» информацийĕпе.