Сентябрӗн 20-мӗшӗнче "Конгресс" парк территорийӗнче уҫӑлакан "Малалла куҫӑм" курав (Рубежная урамĕ, 178) "Транспорт тата строительство" Пӗтӗм Тӗнчери конгресӑн символӗ пулса тӑрать. Хӑйсен экспозицийӗсене строительство тата ҫул-йӗрпе транспорт отраслӗн малта пыракан компанийӗсене тӑратӗҫ. Куравӗн вӑрӑмӑшӗ 17 500 тăв. м.
Сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшĕччен иртекен Пӗтӗм тӗнчери "Транспорт тата строительство" конгресс пӗтӗм Раҫҫейри "Грузовикӑн чи лайӑх водителӗ" конкурс шайӗнче пысӑк çăк турттаракансен ӑмӑртӑвӗсенчен пуҫланать. Сентябрӗн 18 тата 19-мӗшӗнче "Уфа-Арена" площадкӑра Професси ӑсталӑхӗнче Раҫҫейри 18 регионти транспорт организацийӗсен 55 представителӗ тупӑшӗ.
Уфара пурӑнакансемпе хӑнасем 21 компанирен 70 ытла спецтехника курма пултарӗҫ - ПАО «КАМАЗ», ПАО «НЕФАЗ», ООО «По Техресурс», ООО «АгроСпецТехника», ООО «Уралмаш», ООО «Акрос РБ», ОАО «Амкодор», ООО «Управляющая компания «ГРУППА ГАЗ», ООО «Дортрансстрой», АО «Башкиравтодор», ГУП «Башавтотранс» РБ, Куйбышевская железная дорога – филиал ОАО «РЖД», АО «Красный пролетарий», АО «УТТЗ» тата ытти те.
Кунтах ретроавтомобильсен выставки вырнаҫӗ.
"Конгресс паркӗ" сентябрӗн 20 тата 21-мӗшӗсенче 09:00-ран пуҫласа 19:30 таран. Ирӗклӗ кӗме пулать. Çитмелли схемăна сайтра палӑртнӑ: https://ufa-congress.ru
Площадкӑна 226, 232, 277-мĕш автобуссемпе ҫитме пулать. "Конгресс" транспорт чарӑнӑвӗ.
Сентябрӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм Тӗнчери Пӗрремӗш "Транспорт тата строительство" конгресс ӗҫӗн шайӗнче мероприятисем Нефтекамскра малалла тӑсӑлӗҫ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2022-09-17/vystavka-dvizhenie-vpered-v-ramkah-mezhdunarodnogo-kongressa-transport-i-stroitelstvo-otkroetsya-20-sentyabrya-2954041