Радий Хабиров паян, ҫӗршывпа республика пурнӑҫӗнчи глобаллӑ чӗнӳсемпе ҫыхӑнса тӑраканскер, экономикӑри, ӗҫ рынокӗнчи, Пушкӑртстанри социаллӑ сферӑри лару-тӑру ҫирӗп пулнине палӑртнă. Ҫав хушӑрах хальхи трендсене объективлӑ хакламалла тата аталанӑвӑн тӗрлӗ сценарийӗсем тĕлне хатӗр пулмалла.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ паянах регион аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи стратегине йӗркелеме тытӑнмалла, тенĕ. Республикӑра социаллӑ программӑсемпе обязательствӑсене пурнӑҫлассине малалла тӑсӑпӑр тесе хушса хунӑ.
Регион премьер-министрӗ Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, республикӑри 52 муниципалитет аталанӑвӑн тӗп индикаторӗсем енӗпе лайӑх кал-кал аталанӑва упраса хăварать.
Промышленноҫ производствин индексӗ 2022 ҫулхи ҫичӗ уйӑхра 103 процентпа танлашнӑ. Январь–август пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пурӑнмалли ҫурт-йӗр 1,9 млн тӑваткал метр таран хута янă.
Ял хуҫалӑх продукцийӗн индексӗ сакӑр уйӑх хушшинче 110 процента ҫитнӗ, чи малтан тӗштырӑ культурисен лайӑх тухăçлăхĕн шучӗпе.
Республикӑри экономикӑна кӗрекен инвестицисен калӑпӑшӗ 2022 ҫулхи ултӑ уйӑхра 161,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 371 проекта 17,8 миллиард тенкӗ инвестицисен калӑпӑшӗпе вӗҫленӗ. 1,8 пин ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ. Ӗҫре тата 1 535 инвестпроект.
Регионти нацпроектсене финансласси 2022 ҫулта 41 миллиард тенкӗрен иртнӗ, ҫав шутра 30 миллиард тенкӗ – федераци укҫи-тенки. Нацпроектсен шайӗнче 57 объект тӑваҫҫӗ, юсаса ҫӗнетеҫҫӗ, вӗсенчен 25-че районсем заказчиксем тухаҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.