+2 °С
Пӗлӗтлӗ
"Конгресс" парк территорийӗнче «Малалла куçăм» курав ӗҫлет. Пӗтӗм тӗнчери "Транспорт тата строительство" конгресӑн хӑнисем тата хула çыннисем курав павильонӗсем тăрăх ҫӳренӗ вӑхӑтра гастрофестивальте канма пултараҫҫӗ.
Кунта Уфари чи паллӑ стритфудпа паллаштарнӑ. Апат-ҫимӗҫе кирек мӗнлине суйласа илме пулать. Тутлӑ та хăватлă кофе, тин пĕçернĕ булкӑсемлӗ кофе ӗҫме, плов е шаверма ҫисе тӑранма юрать.
"Малалла куçăм" курав сентябрӗн 23-мӗшӗччен 9.00 пуҫласа 19.30 таран ӗҫлет. Кӗмелли — ирĕклĕ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Игорь Тонконогий.