+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кун пирки республика Пуҫлӑхӗ соцсетьре пӗлтернӗ. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, "Ĕҫ тумӗн комбиначӗ" компанисен ушкӑнне кӗрекен "Аркада" ПО рабочисен перчеткисем тӑвакан цех уҫать. Проект хӑвачӗ -ҫулталӑкне 5 млн мӑшӑр. Ҫурт-йӗрпе оборудованисем хатӗр ӗнтӗ, халӗ кунта сотрудниксене ҫӗр ҫын ытла пухаҫҫӗ.
"Аркада" - пирӗн уйрӑм экономика зонин 12 резиденчӗсенчен пĕри. Компани 2021 ҫулхи декабрь уйӑхӗнчен пуҫласа ӗҫлет.
Эпир "Алга" площадкинче предпринимательсем лӑпкӑн та шанчӑклӑн аталанма пултаракан условисем йӗркелеме тӑрӑшрӑмӑр. Ҫакӑ результатсем панӑшӑн эпӗ савӑнатӑп".
"МГ" информацийĕпе.