Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
26 Октябрӗн 2022, 20:13

Пушкӑртстан АПК сферинчи инвесторсене пулӑшу парассипе Раççей Федерацийĕнче çиччĕмĕш вырӑнта

Çакăн пирки пӗлтернӗПР Ял хуçалăх министерствинче.

Пушкӑртстан АПК сферинчи инвесторсене пулӑшу парассипе Раççей Федерацийĕнче çиччĕмĕш вырӑнта
Пушкӑртстан АПК сферинчи инвесторсене пулӑшу парассипе Раççей Федерацийĕнче çиччĕмĕш вырӑнта

Пушкӑртстан 2022 ҫулта агропромышленноҫ комплексӗнче инвесторсене пулӑшмалли шайпа çиччĕмĕш вырӑнта пулнӑ, пӗлтернӗПР Ял хуçалăх министерствинче. 2024 ҫул тӗлне регионта 21 сӗт комплексӗ ӗҫлеме тытăнмалла, вӗсенчен 17-шӗ хута кайнӑ е строительствӑн активлӑ фазинче ӗҫлеҫҫӗ.
"Инвесторсене ял хуҫалӑхне пулӑшмалли моделе самаях ӑнӑҫлӑ йӗркеленӗ, вӑхӑт кӑткӑс пулин те "сивӗнме" интерес курмастӑп эпӗ", — тесе комментари панӑ ПР вице-премьерĕ — ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
Ӑнӑҫуллӑ инвестицисен тӗслӗхӗсенчен пĕри вӑл Ермекей районӗнчи "Северная Нива Башкирия" 2800 пуҫлăх сӗт-ҫу комплексĕ, унта талӑкра 100 тонна сӗт — кашни ӗнерен 40 килограмран кая мар суса илеççĕ. "Нумай пулмасть эпир ун пек кӑтартусем ҫинчен ӗмӗтленнӗ кӑна", - асӑрхаттарнӑ ведомство пуҫлӑхӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстан АПК сферинчи инвесторсене пулӑшу парассипе Раççей Федерацийĕнче çиччĕмĕш вырӑнта
Пушкӑртстан АПК сферинчи инвесторсене пулӑшу парассипе Раççей Федерацийĕнче çиччĕмĕш вырӑнта
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: