Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
9 Ноябрӗн 2022, 15:39

"Дельта" представителӗсем пирӗн района цех вырнаҫтармалли площадкӑсене пӑхма килеҫҫӗ

Çакăн пирки район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтерет.

"Дельта" представителӗсем пирӗн района цех вырнаҫтармалли площадкӑсене пӑхма килеҫҫӗ
"Дельта" представителӗсем пирӗн района цех вырнаҫтармалли площадкӑсене пӑхма килеҫҫӗ

"Хаклӑ тусӑмсем!
Пишпÿлек районӗнче пирӗн виҫепе самаях пысӑк предприяти - ҫӗвӗ цехӗ уҫма палӑртнӑ. Инвестор "Дельта" ОООн Уфа фирми пулать. Иртнӗ эрнере фирмăн ертсе пыраканĕсемпе тӗл пултӑм, предприяти ӗҫӗпе тата продукципе паллашрӑм. Кунта ҫав шутра "Газпром" тата "Роснефть" пек пысӑк компанисем валли туса кӑларакан продукципе те паллашрӑм. Тӗлпулура пирӗн районта производствӑна хута янине сӳтсе яврӑмӑр. Организаци енчен пурте хатӗр. Тепӗр эрнере "Дельта" представителӗсем пирӗн района цех вырнаҫтармалли площадкӑсене пӑхма килеҫҫӗ. Халӗ чи кирли – цехра ӗҫлекенсене тупасси. Ку вара 40 ҫынна яхӑн. Ҫав хушӑрах опытлӑ специалистсем те, ҫӗнӗ профессие вӗренес текенсем те кирлӗ (фирма пурне те вӗрентме хатӗр). Чи кирли - ҫыннӑн кӑмӑл пултӑр. Официаллӑ ӗҫе вырнаҫасси. Шалу 35 пин тенкӗ. Ӗҫе вырнаҫас ыйтусемпе эсир телефон номерĕпе шӑнкӑртаттарма пултаратӑр: +7(937)500-29-80.

Çăлкуçĕ:https://vk.com/arturzaripov74

"Дельта" представителӗсем пирӗн района цех вырнаҫтармалли площадкӑсене пӑхма килеҫҫӗ
"Дельта" представителӗсем пирӗн района цех вырнаҫтармалли площадкӑсене пӑхма килеҫҫӗ
"Дельта" представителӗсем пирӗн района цех вырнаҫтармалли площадкӑсене пӑхма килеҫҫӗ
"Дельта" представителӗсем пирӗн района цех вырнаҫтармалли площадкӑсене пӑхма килеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: