Кун пирки РФ Ĕç министерствин пуҫлӑхӗ Антон Кобяков ҫӗршыв Президенчӗпе Владимир Путинпа ачаллӑ ҫемьесен тупӑшӗсене пулӑшу парас ыйтупа канашлура пӗлтернӗ.
"Чи пӗчӗк виҫе, 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшĕн шайӗнчен 16,9 процент чухлӗ, пурӑнмалли минимум — 13,6 процент чухлӗ ӳсет. Урӑхла каласан, пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе пысӑкӑшӗ те, чи пӗчӗк ӗҫ укҫин пысӑкӑшӗ те кӗтекен инфляцирен ҫӳлерех ӳсӗҫ", — тенӗ Антон Котяков.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, федераци бюджетӗнче МРОТ ӳсӗмӗн ҫывӑх виҫӗ ҫуллӑх хӑвӑртлӑхӗпе пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ӳсӗмӗнчен ҫӳлерех палӑртнӑ тата виҫӗ ҫулхи тапхӑр пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх уйрӑмлӑх вунӑ процент ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
Антон Котяков Раççейре ӗҫлекенсен тупӑшне ӳстерме ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫипе пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе хушшинчи уйрӑмлӑха йӗркеллӗн ӳстерме кирли ҫинчен хушса хучӗ. Министр кӑтартнӑ тӑрӑх, тӗллев ориентирӗ — 30 процент ытла.
«Башинформ» информацийĕпе.