Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
15 Ноябрӗн 2022, 19:26

Пишпÿлекри ҫӗвĕ цехне 50 яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтармалла

Район администрацийӗ ҫак кирлӗ проекта пурнӑҫлама мӗн кирлине пурне те тӑвӗ, тесе район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов шантарса калать.  

Пишпÿлекри ҫӗвĕ цехне 50  яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтармалла
Пишпÿлекри ҫӗвĕ цехне 50 яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтармалла

Паян Пишпÿлекре район администраци ĕçченĕсем "Дельта" ШП ООО компанийӗн представителĕсемпе тӗл пулнă, вĕсем пирӗн патра ҫӗлемелли пысӑк производствӑна ӗҫлеттерме шутлать.
- Предприятин генеральнӑй директорӗпе Светлана Геннадьевна Кузьминапа тата унӑн ӗҫтешӗсемпе çав предприятинче ӗҫлес текен район çыннисем тӗл пулчӗҫ. Плансене, йĕркелÿ саманчĕсене, ҫавӑн пекех компание ӗҫлеме вырнаçассине сӳтсе яврӗҫ. Предприяти планӗсенче туллин ҫӗлекен цех уҫмалла тата 50 ҫынна яхӑн ӗҫе вырнаҫтармалла. Хальлӗхе пулас цех вырнаҫтармалли площадкӑсен варианчӗсене пӑхса тухрӗҫ, пӗрле утмалли çулсене малалла сӳтсе яврăмăр. Паллах, ӗҫ нумай. Татса памалли темиҫе самант та пур. Анчах ӑҫталла каймаллине палӑртнӑ. "Дельта" представителӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Пишпÿлек районӗн вӑй-хӑвачӗ лайӑх. Ҫавӑнпа малалла кайӑпӑр. Хам енчен те шантарсах калама пултаратӑп: район администрацийӗ ҫак кирлӗ проекта пурнӑҫлама мӗн кирлине пурне те тӑвӗ, - тесе çырать район администрац пуçлăхĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн телеграм-каналĕ.

Пишпÿлекри ҫӗвĕ цехне 50  яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтармалла
Пишпÿлекри ҫӗвĕ цехне 50  яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтармалла
Пишпÿлекри ҫӗвĕ цехне 50  яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтармалла
Пишпÿлекри ҫӗвĕ цехне 50  яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтармалла
Пишпÿлекри ҫӗвĕ цехне 50 яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтармалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: