

"Дельта" предприяти Уфапа Пишпÿлекре икӗ ҫӗнӗ ҫӗвӗ завочӗ тума планлать. Компанин Уфапа Мелеузра производство площадкисем пур, унта ҫӗршыври нефть комплексӗн пысӑк предприятийӗсем валли ятарлă тумтирсем кӑлараҫҫӗ. "Дельта" специалисчĕсен ӗҫ укҫи уйӑхне 49 пин тенке яхӑн, ҫакӑ çавăн пек отрасльти вӑтам кӑтартусенчен чылай пысӑкрах. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче предприяти республикӑри ҫӑмӑл промышленноҫа пулӑшу памалли программӑран 10 млн тенкӗ илнĕ.
Ҫӗнӗ проект шайӗнче Уфапа Пишпÿлекре икӗ ҫӗвӗ завочӗ тума палӑртнӑ. Инвестор технологи комплексӗсене вырнаҫтарма вӑй-хӑватлӑ площадкӑсем тупнӑ та ӗнтӗ. Ҫак хӑватсем халӑха йӑлари пулӑшу пама, ҫавӑн пекех ҫар ҫыннисем валли ятарлă тумтир тата экипировка производствине аталантарма май параҫҫӗ.
Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ - 100 млн тенкӗ. Ҫӗнӗ цехсенче пĕтĕмпе 100 ҫын ӗҫлӗ. Специалистсен пӗр пайӗ Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче вӗренӗ, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшӑннă черетлӗ "Инвестчасра" "Дельта" предприяти директорӗ Светлана Кузьмина каласа панӑ.
"Дельта" компанийӗн проектне сӳтсе явнӑ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх приоритетлӑ статус илнӗ. Уфапа Пишпÿлек район администрацийӗсене ҫӗр лаптӑкӗсене йӗркелеме пулӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне Пушкӑртстан промышленноҫне аталантармалли фонд ҫӑмӑллӑхлӑ заем уйӑрӗ.
Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ компанин тухӑҫлӑ ӗҫне тата унӑн специалисчӗсен ӗҫ условийӗсене палӑртнă.
"Башинформ" информацийĕпе.