Кӑҫал республикӑра малта пыракан предприятисенче технологисемпе инновацисене пулӑшмалли тӑватӑ центр ӗҫлеме тытăннă. Вӗсенче предпринимательсем ӑс-хакӑл харпӑрлӑхӗн прависемпе техника тӗлӗшӗнчен пысӑк ӑсталӑхлӑ пулӑшу илме пултараҫҫӗ, правительство вице-премьерӗ – промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министрӗ Александр Шельдяев "Башинформ" агентствӑра пресс-конференцире каласа панӑ.
Вӑл Пушкӑртстан Раҫҫейри инновациллӗ регионсенчен пӗри теме май пуррине палӑртнă. Республика наукӑпа технологи аталанӑвӗн Наци рейтингӗн результачӗсем тӑрӑх ҫӗршывра 4-мĕш вырӑн йышӑнать. Ҫак результата тума пирӗн регионта 450 ытла организациленни те пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне республикӑра тӗнче шайӗнчи Еврази ӑслӑлӑхпа вӗренӳ центрӗ ӗҫлет, вӑл наукӑна, аслӑ шкула тата бизнеса пӗрлештерет.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.