- Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче республика бюджетӗнчен куҫса ҫӳрекен состава ҫӗнетме ултă миллиард ытла тенкӗ янӑ, - пӗлтернӗ Пушкӑртстан Республикин премьер-министрӗ Андрей Назаров правительствӑри ларура.
Пушкӑрт правительствин премьер-министрӗ палӑртнӑ тӑрӑх, регионта пассажирсем турттармалли майсемпе пахалӑхне ӳстерес енӗпе хастар ӗҫлеҫҫӗ.
Пушкӑрт транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Александр Клебанов каланӑ тӑрӑх, паянхи куна республикӑн маршрут сетьне 691 муниципалитет маршручĕ кӗрет. Вӗсене пурне те 64 турттаракан пӑхса тӑрать, халӑх пурăнакан 3668 вырăна тивĕçтернĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.