Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
13 Кӑрлач 2023, 19:14

Путин Радий Хабирова тата Пушкӑртстан ҫыннисене пурне те ӗҫленӗшӗн тав тунă

Уфара пулнӑ чухне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин республика Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа тӗл пулнӑ.

Путин Радий Хабирова тата Пушкӑртстан ҫыннисене пурне те ӗҫленӗшӗн тав тунă
Путин Радий Хабирова тата Пушкӑртстан ҫыннисене пурне те ӗҫленӗшӗн тав тунă

Уфара пулнӑ чухне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин республика Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа тӗл пулнӑ. Калаҫура вӑл республика хӑйӗн аталанӑвӗнче лайӑх хӑвӑртлӑхпа пынине палӑртнă.
"Сирӗн тӗп ҫул-йӗр енӗпе те лайӑх кӑтартусем пур: шалти регион продукчӗ ӳсет, промышленноҫ производстви, ял хуҫалӑхӗ ӳсет. Раҫҫейри ӗҫсӗрлӗх енӗпе чи пӗчӗк кӑтартусенчен пӗри. Тӗп капитала инвестицисем пӗтӗм Раҫҫейри кӑтартусенчен маларах иртеҫҫӗ, ку вара республика малашлӑхра аталанӑвӑн лайӑх хӑвӑртлӑхӗсене шантарнине пӗлтерет. Эпӗ сире, сирӗн пӗтӗм командӑна, Пушкӑртстанра пурӑнакансене ҫак ӗҫшӗн тав тӑвасшӑн, малашнехи ҫитӗнӳсем сунасшӑн", - тенӗ Президент.
Радий Хабиров та регион управленийӗн тӗп итогӗсем ҫинчен патшалӑх пуҫлӑхне пӗлтернӗ.

"Башинформ" информацийĕпе.

Путин Радий Хабирова тата Пушкӑртстан ҫыннисене пурне те ӗҫленӗшӗн тав тунă
Путин Радий Хабирова тата Пушкӑртстан ҫыннисене пурне те ӗҫленӗшӗн тав тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: