Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
23 Нарӑсӑн 2023, 15:40

Пишпÿлек районĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ

Палӑртса хӑваратпӑр, ӗҫе кĕме кандидатсене суйласси малалла пырать.

Пишпÿлек районĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ
Пишпÿлек районĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ

Февралӗн 21-мӗшӗнче Пишпÿлеке "Дельта" ООО ШП представителӗсем килнĕ. Килсе курнин тӗп тӗллевӗ район центрӗнче уҫӑлакан ҫӗвӗ предприятине вырнаҫас текенсемпе калаҫусем ирттересси пулса тӑнă. Пухӑннисем умӗнче компанин генеральнӑй директорӗ Светлана Кузьмина сӑмах тухса каланă, вӑл "Дельта" ООО ШП-ра ӗҫлеме май пурри ҫинчен каласа панă, ҫавӑн пекех ҫынсене интереслентерекен пур ыйтусем çине те хуравланă. Ҫакӑн хыҫҫӑн компани специалисчӗсем кандидатсемпе паллашма тата документсене пӗрремӗш хут йышӑнма пуҫланă.
Палӑртса хӑваратпӑр, ӗҫе кĕме кандидатсене суйласси малалла пырать. Ҫӗнӗ калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Пур ыйтусемпе эсир çак телефон номерĕпе шӑнкӑравлама пултаратӑр: +7 (937) 500-29-80.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлек районĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ
Пишпÿлек районĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ
Пишпÿлек районĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: