Пушкӑрт делегацийӗ Иранра ӗҫе вӗҫленӗ. Унӑн ӗҫ итогӗсем ҫинчен Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ соцсетьсенче каласа панӑ.
Иранра темиҫе кун хушшинче пысӑк шайра чылай тӗлпулу пулнă, бизнес представителӗсемпе тата пирӗн республикӑн ӗҫ вӑй-хӑватне презентацилессипе калаҫусем иртнĕ.
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, икĕ кун хушшинчи командировкӑра пирӗн нумай задача пурнăçланчĕ - Пушкӑртстаншӑн Ирана, Иран валли Пушкăртстана уçнине эпир ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама тытӑнтӑмӑр. Иранпа эпир яваплӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлесшӗн. Пушкӑртстанра та, Иран енчен те кӑсӑкланнине куратпӑр, эпир пӗр-пӗрне кирлӗ пулнине, пӗр-пӗринпе туслӑ та пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма хатӗррине тӗп-тӗрӗс шанса тӑратпӑр.