Уфари трамвай-троллейбус завочӗ (УТТЗ) тата Минскри автомобиль завочӗ (МАЗ) 2023 ҫул вӗҫлениччен 230 троллейбусран кая мар 4 миллиард кая мар тенкӗлĕх кӑларӗҫ. 2022 ҫулта Уфа завочӗ Белорусси машинокомплекчӗсен никӗсӗнче электротранспортӑн 43 единицине Раҫҫей хулисене тăратнӑ.
— Уфа завочӗ умӗнче икӗ республика пӗрле ӗҫлесси пысӑк перспективӑллӑ. МАЗ 2019 ҫулта УТТЗ стратегилле партнер пулса тӑнӑ. Ҫак интеграци вӑйланса кӑна пырать. Кӑҫалхи ҫул пуҫламӑшӗнче Уфари трамвай-троллейбус завочӗ Минск завочӗпе партнерство ҫинчен пысӑк килӗшĕве алӑ пуснӑ, ҫав шутра производство ҫеҫ мар, сервиспа дилер ӗҫӗ-хӗлӗ те пулма пултарать. УТТЗ пухас ӗҫе республикӑри ытти компанисем те хутшӑнни пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ, - палӑртрӗ Пушкӑрт Республикин Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ - промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министрӗ Александр Шельдяев.
Ҫӗнӗ ӑру троллейбусĕсене Раҫҫей регионӗсене кирлӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен УТТЗ базинче Хабаровск, Братск, Новосибирск, Новокузнецк тата Пенза валли 230 машина пуҫтарӗҫ. Уфапа Стерлитамак валли троллейбуссем туянасси ҫинчен калаҫу пырать.
2023 ҫулхи ҫулла УТТЗПА МАЗ ҫӗнӗ моделӗн пӗрремӗш опытлӑ тӗслӗхне МАЗ-216 кузов никӗсӗ ҫинче паллаштарма шутлаҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейпе Беларусь регионӗсен X Форумӗнче кӑтартма палӑртаҫҫӗ, вӑл 2023 ҫулхи июнӗн 26-28-мӗшӗсенче иртет.
Ҫӑлкуҫĕ: Пушкӑрт Республикин Правительствин порталӗ
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Республикин Правительствин порталӗ.