Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
23 Апрелӗн 2023, 15:50

Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă

Пирӗн районта туртӑм тата экономика ӳсӗмӗн ҫӗнӗ вырăнĕсем тума тӗллев лартнӑ пуҫарусем.

Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă
Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă

 «Предприниматель пӗрлӗхӗ Пишпӳлек районӗн экономикинче пысӑк вырӑн йышӑнать, малашнехи улшӑнусен никӗсӗ пулса тӑрать, пысӑк социаллӑ проектсене пурнӑҫлама хастар хутшӑнать. Хӑйсен ӗҫне уҫас текенсем ҫулсеренех нумайланни те савӑнтарать. Ҫакна эпир пӗр-пӗринпе яланах килӗштерсе пурӑнни, пӗр-пӗринпе уҫҫӑн та шанчӑклӑн хутшӑнни пулӑшать пулӗ тесе шутлатӑп», - çырать район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов хăйĕн телеграмм-каналĕнче.

 Пишпÿлекре пирӗн республикӑри предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Рустем Ахметкаримович Афзалов пулнӑ. Тӗп тӗллев – предпринимательсемпе тӗл пуласси, кашнине итлесси, вӗсене идейӑсемпе шухӑшсене пурнӑҫлама пулӑшма тӑрӑшасси. Ку шухӑшсем вара, калас пулать, нумай. Ял хуҫалӑхне, производствӑна, туризма, социаллӑ сферӑна аталантарас енӗпе проектсем. Пирӗн районта туртӑм тата экономика ӳсӗмӗн ҫӗнӗ вырăнĕсем тума тӗллев лартнӑ пуҫарусем. Республика правительстви пулӑшнипе вӗсене пурнӑҫа кӗртессе шанатпăр.

Кунсӑр пуҫне Пишпӳлек районӗн вӑй-хӑвачӗ çинчен Рустем Ахметкаримовича каласа панă. Предприятисене, пулӑ ĕрчетекен хуҫалӑхсене тата паллӑ вырӑнсене кӑтартнă. Ҫӗнӗ Биктяшри Хӑватлӑ хӑва ҫумӗнчи территорие аталантарас тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе  ĕçсем нăкă пысӑ кӑсӑклантарнă ӑна. Проект питӗ малашлӑхлӑ, вӑл туризм енĕпе кӑна мар, ялпа ун таврашӗнчи вырӑнсене ҫӗнетмелли пысӑк майсем уҫса парать.

- Халӗ пирӗн предпринимательсен хӑйсен идейисене пурнӑҫлама тата хӑйсен ӗҫне аталантарма майсем ытларах пуласса шанатӑп, - тет Артур Зарипов.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă
Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă
Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă
Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă
Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă
Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă
Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă
Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă
Пишпÿлек районĕнче министр пулса кайнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: