Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
3 Майӑн 2023, 11:59

Радий Хабиров: "Уфара юханшыв навигацийӗн сезонӗ официаллă уҫӑлчӗ"

Пирӗн тӗллев — илемлӗ Шуратӑл тӑрӑх туристсен пысӑк та пӗчӗк карапӗсене ытларах та ытларах çÿреттересси.

Радий Хабиров: "Уфара юханшыв навигацийӗн сезонӗ официаллă уҫӑлчӗ"
Радий Хабиров: "Уфара юханшыв навигацийӗн сезонӗ официаллă уҫӑлчӗ"

"Уфара юханшыв навигацийӗн сезонӗ официаллă уҫӑлчӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пата Пушкӑртстана туристсене илсе килекен нумай палубӑллӑ теплоходсем кӗре-кӗре тухаҫҫӗ, — тесе ҫырнӑ социаллӑ сетьсенче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров. — Республика историйӗнче пӗрремӗш хут Туслӑх Монуменчӗ причал патӗнче Раҫҫейӗн чи хӑтлӑ лайнерӗсенчен пӗри — тӑватӑ палубӑллӑ "Мустай Карим" — вырнаҫнӑ. Унпа юнашар "Александр Пушкин" тата "Пушкӑртстан" теплоходсем.

Пирӗн тӗллев — илемлӗ Шуратӑл тӑрӑх туристсен пысӑк та пӗчӗк карапӗсене ытларах та ытларах çÿреттересси".

https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-05-02/radiy-habirov-segodnya-v-ufe-ofitsialno-otkrylsya-sezon-rechnoy-navigatsii-3242713

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: социаллă сеть.

 

Радий Хабиров: "Уфара юханшыв навигацийӗн сезонӗ официаллă уҫӑлчӗ"
Радий Хабиров: "Уфара юханшыв навигацийӗн сезонӗ официаллă уҫӑлчӗ"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: