Район администрацийӗ тата ПР «Башавтотранс» ГУП хушшинчи "Пассажирсене тӑтӑш турттарассине пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ пулӑшу ӗҫӗсем пани" официаллӑ контрактпа килӗшӳллӗн Пишпÿлек автовокзалĕнче çын чылайрах пулса тӑрĕ, мӗншӗн тесен пассажирсен юхӑмӗ палӑрмаллах пысӑкланĕ. Ҫак эрнере 2023 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа район территорийӗнче ҫӗнӗ автобус маршручӗсем ӗҫлеме пуҫланă. Ҫак кунччен Каминке, Ситек, Çирĕклĕ, Йăлпăлак ялӗнче пурӑнакансем ҫеҫ тунтикун, юнкун, шӑматкун тата вырсарникун ирех райцентра килме, унтан каялла киле кайма пултарнӑ. Башавтотранс автовокзалтан пассажирсене тата тӑватӑ пысӑк яла турттарма пуҫланă. Çӗнӗ маршрутсем уҫӑлнă: Пишпÿлек—Демский (тунтикунсенче), Пишпÿлек—Сухоречка (ытларикунсенче), Пишпÿлек—Каныкай (юнкунсенче, эрнекунсенче, шăматкунсенче), Пишпÿлек—Кăркан (эрнекунсенче). Автовокзалран автобуссене ӑсатас вӑхӑт пур маршрутсемшӗн те пӗр пекех: ирхи 7.00 сехетре тата кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн 15.30 сехетре. Çул çинче пулмалли вăхăт 30—40 минут, Кăркана — 15 минут.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнӳкерчӗкӗ: Ляйля ГУМЕРОВА.