Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
23 Майӑн 2023, 13:40

Раççейрен Кубӑна кулленхи рейссем уҫӑлаҫҫӗ

2023 ҫулхи ҫулла Куба Республикипе кулленхи авиаçыхăну ҫӗнӗрен йӗркелеме палӑртнӑ.

Раççейрен Кубӑна кулленхи рейссем уҫӑлаҫҫӗ
Раççейрен Кубӑна кулленхи рейссем уҫӑлаҫҫӗ

2023 ҫулхи ҫулла Куба Республикипе кулленхи авиаçыхăну ҫӗнӗрен йӗркелеме палӑртнӑ.
Малтан Мускавран эрнере виçĕ рейс тума палӑртнӑ. "Россия" авиакомпани 650 – 750 пассажира икӗ енне те турттарса кайӗ. Ҫакӑн пек договорсем патне Раҫҫей Правительствин председателӗн заместителӗ Дмитрий Чернышенко Кубӑна ĕçпе килсе кайнӑ вӑхӑтра ҫитернĕ.
– Куба Республики – пирӗншӗн ҫӑлкуҫ партнерӗ тата Раҫҫейри çынсен паллӑ кану вырӑнӗ. Ҫавӑн пекех эпир Раҫҫее ӗҫлӗ тата туристла тӗллевсемпе килекен Куба гражданӗсене яланах хавас, - тенӗ Дмитрий Чернышенко вице-премьер.
- Самолетсем пушӑ пулмаҫҫӗ, ку еннелле рейссем ҫитмеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне рейссем хӑйсем тӗллӗн ҫӳреме юратакансем валли ункайлă, мĕншĕн тесен ҫӗршывра мӗн чухлӗ пурӑнмаллине вĕсем хăйсем палӑртаççĕ, турсен срокӗсемпе ҫыхӑнмасӑр, - шансах тӑрать Татьяна Борзова, Уфари туризм агентствисенчен пӗрин директорӗ. Татьяна Борзова каланӑ тӑрӑх, Куба банкомачӗсем "Мир" тӳлев системипе ӗҫлеҫҫӗ.
https://svetput.ru/news/obshchestvo/2023-05-22/iz-rossii-otkryvayutsya-regulyarnye-reysy-na-kubu-3267649


Сӑнӳкерчӗкĕ: https://yandex.ru/imagess

Раççейрен Кубӑна кулленхи рейссем уҫӑлаҫҫӗ
Раççейрен Кубӑна кулленхи рейссем уҫӑлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: