Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
26 Майӑн 2023, 13:09

Радий Хабиров Азербайджан Нацсобранийӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ

Пирӗн республикӑ хӑнасем валли пысӑк программа хатӗрленӗ.

Радий Хабиров Азербайджан Нацсобранийӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ
Радий Хабиров Азербайджан Нацсобранийӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ

Тӗлпулура Пушкӑртстанпа Азербайджан хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарасси, ҫавӑн пекех ӗҫлӗ, культура тата ӑслӑлӑх ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетессине сӳтсе явнӑ.
Азербайджан Наци Пухӑвӗн парламент делегацине аграри политикин комитечӗн председателӗн заместителӗ, Азербайджанпа Раççей хушшинчи парламент ҫыхӑнӑвӗсен ӗҫ ушкӑнӗн членӗ Сабир Кямал оглы Гаджиев ертсе пынӑ.
ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта Азербайджанпа таварҫаврӑнӑшӗ (унта Пушкӑрт экспорчӗ ытларах) 85 процент пулнă, 92 млн доллар таран ӳснӗ. Пирӗн республикӑри хӑнасем валли пысӑк программа хатӗрленӗ, ҫав программӑра - çак кунсенче Уфара иртекен нефтьпе газ выставкине хутшӑнасси.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-05-25/glava-bashkirii-vstretilsya-s-delegatsiey-natssobraniya-azerbaydzhana-3272618

 

 

 

 

 

Радий Хабиров Азербайджан Нацсобранийӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ
Радий Хабиров Азербайджан Нацсобранийӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: