

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи канашлура ҫӗршывра турттармалли шыв транспортне аталантарма тӗллев лартнӑ.
"Пассажирсем, çăк турттарас ӗҫе ӳстерес тесен, паллах, юханшыв флотне ҫӗнетмелле тата ӳстермелле. Айтӑр ҫак программӑна карапсен шучӗпе те, укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗпе те анлӑлатасси ҫинчен шухӑшлар. Правительствӑна пассажирсене турттармалли суднăсем валли акцентпа конкретлӑ параметрсем палӑртма ыйтатӑп", - хушнă патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Путин шыв транспорчӗпе регионсем хушшинче турттарма кӑна мар, кӳршӗри халӑх пурӑнакан вырӑнсем хушшинче те, хуласенче те усӑ курмаллине палӑртнă.
"Кунта Мускав опычӗ, федерацин ытти субъекчӗсен опычӗ питӗ кирлӗ, унта шыв транспортне хулари турттармалли системӑна йӗркеленӗ", - ӑнлантарнă вӑл.
Президент 2035 ҫулччен граждан суднисем тумалли малашлӑхлӑ планпа килӗшӳллӗн пиншер карап йӗркелеме, ҫав шутра юханшывсем тӑрӑх турттарма та палӑртнине аса илтернӗ.
https://iz.ru/1531886/2023-06-20/putin-poruchil-razvivat-vodnyi-passazhirskii-transport-dlia-poezdok-po-rf
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Сергей Бобылев.