Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
28 Июнӗн 2023, 14:27

Пушкӑртри Дюртюли хулинче "Беларус" мини-трактор пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ

2023 ҫулта "Беларус" 16 лаша вӑйӗллĕ мини-тракторсем пухма 30 единицӑран кая мар машина комплекчӗ тăратма палӑртнӑ.

Пушкӑртри  Дюртюли хулинче "Беларус" мини-трактор пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ
Пушкӑртри Дюртюли хулинче "Беларус" мини-трактор пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ

Июнӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫейпе Беларуç регионӗсен тата Пушкӑрт Республикинчи Ял хуҫалӑх министерствипе Минскри трактор завочӗ мини-тракторсене пӗрле пухасси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.
Ильшат Фазрахманов документ республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн организацийӗсене ял хуҫалӑх техникипе, запас пайсемпе тата сервис пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтерме палӑртнине ӑнлантарса панă. Сӑмахран, 2023 ҫулта "Беларус" 16 лаша вӑйӗллĕ мини-тракторсем пухма 30 единицӑран кая мар машина комплекчӗ тăратма палӑртнӑ.

Пуху площадки Дюртюлинче вырнаҫассине палӑртнӑ. ПР Ял хуҫалӑх министерстви ҫӗнӗ пуху производствинче пуҫтарнӑ мини-тракторсене туянассипе регион аграрийӗсене субсидилеме шутлать.

Сӑнӳкерчӗкӗ: уҫӑ ҫӑлкуҫран.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-06-27/v-bashkirskom-gorode-dyurtyuli-nachnut-sobirat-minitraktory-belorus-3316755

 

 

Пушкӑртри  Дюртюли хулинче "Беларус" мини-трактор пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ
Пушкӑртри Дюртюли хулинче "Беларус" мини-трактор пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: