

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин июлӗн 13-мӗшӗнче Пуласлăх технологисен форумӗн пленум ларӑвӗнче сӑмах тухса калать, пӗлтернӗ Кремлĕн официаллӑ сайтĕнче.
Пуласлăх технологисен форумӗ — Раҫҫейре ҫӗнӗ технологисене аталантармалли трендсене сӳтсе явмалли тӗп площадка. Владимир Путин ҫӗршыври талантлӑ ҫамрӑк ученӑйсемпе пӗрле экономика ӳсӗмӗ валли ҫӗнӗ технологисен вӑй-хӑватне сӳтсе явӗ.
Мероприятие хутшӑнакансемпе калаҫас умӗн Президент ГК "Росатом" тата "РЖД" ОАО йӗркеленӗ квант технологийӗсен енӗпе малта пыракан ӗҫ хатӗрӗсен куравне ҫитсе курӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Павел Волков.
https://iz.ru/1543416/2023-07-13/putin-vystupit-na-plenarnoi-sessii-foruma-budushchikh-tekhnologii