Пушкӑртра ача-пӑча таварӗсен производителӗсене продукцие интернет урлӑ куҫарма, СМИ тата баннерсенче реклама яма, ҫавӑн пекех выставкӑсене хутшӑнма тата сертификат илме тӑкаксен пӗр пайне компенсацилеҫҫӗ. Постановление республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров алӑ пуснӑ.
Пӗр производитель валли субсидисен чи пысӑк виҫи НДСсӑр виҫӗ миллион тенкӗ шутланать. Ҫав хушӑрах заявленисене париччен ҫулталӑкран кая мар ĕçлемелле, Еврази экономика союзӗн килӗшӳллӗн сертификатне е декларацине тытмалла, Пушкӑрт территорийӗнче патшалăх регистрацийӗ ГИСП промышленноҫӗн информсистемин сайтне регистрацилемелле.