Ҫиелтен пӑхсан вӗсем 1998 ҫулхи банкнотсенчен уйрӑлса тӑмаҫҫӗ, анчах нумайрах усранĕç. Халӗ купюрăсене симӗс лакпа витнӗ, ҫакӑ усă курмалли срокне 30% яхӑн ӳстерет. Раҫҫей банкӗ вӗсене 2022 ҫулта ҫӗнӗрен кӑларнӑ.
"Пилӗк тенкӗлӗхсем ҫаврӑнӑҫран тухман та, темиҫе ҫул хушши вĕсене пичетлемен, ҫавӑнпа та сайра-хутра ҫеҫ тӗл пулкаланӑ. Вӗсемпе икӗ пинмĕш ҫулсен пуҫламӑшӗнче нумай усӑ курнӑ, анчах вĕсем хӑвӑрт çĕтĕлнĕ. Ҫавна май Раҫҫей Банкӗ вӗсене тимĕр укҫапа улӑштарнӑ. Халӗ вĕсене пичетлеме перекетлĕрех тимеррисене чеканит тăвиччен ", - тесе ӑнлантарнă Раҫҫей Банкӗн Пушкӑрт Республикинчи Наци банкӗн управляющийӗн ҫумӗ Егор Михтанюк.
Ҫав хушӑрах пилӗк тенкӗлӗх укҫана банкнотсемпе улӑштарасси ҫинчен сӑмах пымаç – лешсем те, ыттисем те пӗр тан пулӗҫ.
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан
https://vk.com/obyasnyaem102