Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
21 Ноябрӗн 2023, 13:07

Путин кӑҫал регионсене миҫе автобуспа трамвай кӗресси ҫинчен пӗлтернӗ

#владимирпутин

Путин кӑҫал регионсене миҫе автобуспа трамвай кӗресси ҫинчен пӗлтернӗ
Путин кӑҫал регионсене миҫе автобуспа трамвай кӗресси ҫинчен пӗлтернӗ

#владимирпутин

5,5 пин автобус, электробус тата трамвайсем Раҫҫей регионӗсем 2023 ҫулта пулӑшу механизмӗсен шайӗнче илӗҫ, çитес ҫулӑн пӗрремӗш кварталӗнче тата виçĕ пин автобус тăратмалла, - пӗлтернӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин.
Тунтикун вӑл видеоҫыхӑнупа общество транспорчӗн паркне ҫӗнетмелли техника регионӗсене халалланӑ мероприятие хутшӑннӑ.
"Ҫак механизмсен шайӗнче ку ҫул вӗҫленичченех регионсене 5,5 пин автобус, электробус тата трамвай кӗрет. Ҫак техникӑн пӗр пайне паян федераци субъекчӗсем илеҫҫӗ. 2024 ҫулхи пӗрремӗш кварталта ятарлӑ казначей кредичӗсен шучӗпе тата виçĕ пин автобус тăратмалла", - пӗлтернӗ Путин.
Техникӑна ҫуллен пӗр тикӗс ҫӗнетни тата "пӗтӗм ҫӗршыври общество транспорчӗн вӑтам ҫулӗсене чакарни" пассажирсене турттарассине аталантармалли тӗп приоритетсенчен пӗри тенӗ Президент.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/

https://ria.ru/20231120/avtobusy-1910691072.html

 

 

Путин кӑҫал регионсене миҫе автобуспа трамвай кӗресси ҫинчен пӗлтернӗ
Путин кӑҫал регионсене миҫе автобуспа трамвай кӗресси ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: