Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
6 Мартӑн , 10:36

Радий Хабиров "Осоргино" ҫӗнӗ подстанцине хута яма старт панӑ

Энерги объектне Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫитсе курнӑ, вӑл ӗҫ тапхӑрне вӗҫлеме старт панӑ.

Радий Хабиров "Осоргино" ҫӗнӗ подстанцине хута яма старт панӑ
Радий Хабиров "Осоргино" ҫӗнӗ подстанцине хута яма старт панӑ

"Башкирэнерго" ООО Уфа районӗнче 110 кВ «Осоргино» ҫӗнӗ подстанцине хута ямалли ӗҫе пуҫӑннӑ. Энерги объектне Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫитсе курнӑ, вӑл ӗҫ тапхӑрне вӗҫлеме старт панӑ.
Подстанцие 2023 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче тума пуҫланă, кирек мӗнле ҫанталӑкра та канмалли кунсемсӗр ĕçлесе, ĕçе хӑвӑртлатнă. Ҫакӑ энерги объектне хута ямалли вăхата икӗ хут ытла чакарма май панă. Паянхи кун напряжени валли подстанци лартмалли мӗн кирлине пурне те пурнӑҫланӑ.
Подстанцире 16 МВА хӑватлӑ трансформатор вырнаҫтарнӑ. Подстанци проектӗнче тата тепӗр вӑйлӑ трансформатор вырнаҫтарма май пур, ҫакӑ подстанцине 32 МВА таран пысӑк хӑватне ҫитерме май парать.
Строительствӑн смета хакӗ НДСпа пĕрле 297,5 млн тенкӗпе танлашать.
Подстанци директорӗ Фарит Ибрагимов промышленноҫра ҫӗнӗ энерги объектне 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗ вӗҫлениччен хута ярасси ҫинчен ӑнлантарса панă.
"Уфа районӗн ку пайӗ активлӑ аталанать. Тӳррипе калатӑп, ку таврара нумайранпах пулман. Осоргино витӗр тухрăм – пысӑк коттедж поселокӗсем, ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ку питĕ хитре, ҫынсем стройка тӑраҫҫӗ, анчах энергетика кирлӗ, вăл çитместчĕ халĕ. Станци халӗ чи кирлине, малашлӑха мӗн кирлине пурне те витме май парать. Урӑхла каласан, ку территорие аталантарма, ҫуртсем тума парать. Ҫыннӑн ҫурт пур пулсан - аван", - тенӗ Радий Хабиров, "Башинформ" ИА ыйтнине хирӗҫ хуравласа.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2024-03-05/radiy-habirov-dal-start-puskonaladochnym-rabotam-na-novoy-podstantsii-osorgino-3670200

 

 

Радий Хабиров "Осоргино" ҫӗнӗ подстанцине хута яма старт панӑ
Радий Хабиров "Осоргино" ҫӗнӗ подстанцине хута яма старт панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: