Пӗтӗм тӗнчери VIII Санкт-Петербургри ӗҫ форумӗн шайӗнче "Нефтекамское производственное объединение искусственных кож" АО ҫамрӑксене ӗҫе кӗртес ӗҫре чи лайӑх практикӑшӑн, Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ ҫумӗнчи ачасен правипе уполномоченнӑй Мария Львова-Белова туса хатӗрленӗ "Ҫамрӑксене яваплӑ ӗҫе йӗркелессишӗн" награда илнӗ.
– Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатпӑр! Ҫак пуҫару ҫул ҫитмен ачасене социаллӑ адаптацилеме кӑна мар, вӗсен ӗҫне яваплӑ хутшӑнӑвне йӗркелеме те пулӑшать, — палӑртнă Пушкӑртстанри халӑхӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова.
Ҫула ҫитмен ҫамрӑксене яваплӑ ӗҫе йӗркелемелли стандарт ҫине таянса тата тухӑҫлӑ практикӑсемпе усӑ курса "Нефтекамское производственное объединение искусственных кож " АО, Раҫҫейри ытти регионсенчи ултă номинант хушшинче «Çамрӑксем валли яваплӑ ӗҫ йӗркелесси» наградӑна тивӗҫнӗ. Ҫак компанин проектне вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫулччен граждансене ӗҫе вырнаҫтарма палӑртнӑ.
Халӑха Нефтекамскра ӗҫпе тивӗҫтерекен Республика центрӗн филиалӗпе пӗрле предприяти ҫуллахи тапхӑрта хӑйӗн ӗҫченӗсен ачисем валли ҫулсерен ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелет. "Искож" АО шкул ачисене ӗҫ укҫи тӳлет, халӑха ӗҫпе тивӗҫтермелли центр вара вӑхӑтлӑх ӗҫе хутшӑннӑ тапхӑрта пурлӑх пулӑшӑвӗн тӳлевне пурнӑҫлать.