Халӗ 30 ытла пӳлӗм сутӑн илмелли процедурӑсем тата юсав ӗҫӗсене килӗштермелли процедурӑсем вӑхӑтӗнче.
ПР Правительствинчи оперативлӑ канашлура ӗҫ министрӗ Ленара Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, сентябрӗн 1-мӗшӗччен 426 млн ытла тенкӗлĕх контрактсем туса хурӗҫ. Паянхи кун пӗтӗмӗшле суммӑпа 36 контракт 137 млн ытла тенкӗлĕх тунӑ.
Модернизаци ӗҫ центрӗсене ҫӗнетме кӑна мар, вӗсен ӗҫ форматне тӗпрен улӑштарма та палӑртать.
"Пӗр чӳрече" режимра пулӑшу пани
Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем МФЦпа тата "Манӑн бизнес" центрпа пӗрле пулӑшусем парӗҫ. Ҫакӑн пек формат граждансемпе ӗҫ паракансене пӗр вырӑнта анлӑ пулăшу илме май парать, ҫав шутра:
- ӗҫсӗр пулни регистрацилени;
- ӗҫ шырасси;
- вӗрентӳпе хатӗрленӳ;
- финанспа юридика ыйтăвĕсем енӗпе консультаци;
- хамӑр бизнес уҫма пулӑшу.
Технологи карттисене ӗҫе кӗртни
Ӗҫпе тивӗҫтермелли пысӑк центрсенче МФЦ тата "Манӑн бизнес" центрпа килӗшӳсене шута илсе туса хатӗрленӗ технологи карттисене ӗҫе кӗртӗҫ. Ҫакӑ пулӑшу ӗҫӗсен процесӗсене оптимизацилеме тата хăвăртлатма май парать.
Клиентцентрлă май
Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен ӗҫне пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатма "Кодекс клиентоцентричности" ӗҫе кӗртеҫҫӗ.
Персонал вӗрентӗвӗ
Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен професси шайне ӳстерме тӗрлӗ программӑпа вӗрентеҫҫӗ.
Пушкӑрт Республикинче ӗҫпе тивӗҫтермелли центрсене модернизацилес ӗҫе халӑх тата ӗҫ паракансем валли ӗҫпе тивӗҫтермелли службӑн тухӑҫлӑхне тата унпа усӑ курма май пуррине ӳстерме тӗллев лартнӑ.