+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн ҫӗршывра маркăламан тумтир сутма чарнӑ. Таварсен маркировки рынок витӗр курӑнассине тата контрафакт продукцийӗпе кӗрешессине тивӗҫтерме кирлӗ. Асӑннӑ кун тӗлне маркăламан таварсен юлашкийӗсене сутма ирӗк панӑ.
Тумтир чӑнлӑхне тӗрӗслеме тавар илекенсем "Честный знак" хушса ҫырнипе усӑ курма пултараҫҫӗ. Маркӑламан тумтир сутсан административлӑ йĕркепе явап тытараççĕ.