-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Строительство материалӗсем турттарас ӗҫ хӗрсе пырать. Константин Васильев хӑйӗн КАМАЗӗпе укçа тÿлемесĕрех Уфаран 16 поддон брусчатка илсе килнӗ. Ҫак брусчаткӑна Уфа администрацийӗ, пирӗн Ситекпуç паркне хӑтлӑх кӗртме уйӑрнӑ. Уфа мэрне Ратмир Рафилович Мавлиева брусчаткă уйăрнăшăн пысӑк тав.
Киров ячĕллĕ СХПК председательне Александр Маркелович Тихонова брусчатка илсе килме тата ялта пушатма солярка уйӑрса панӑшăн пысӑк тав. Пуҫламӑшӗ пур! Парк пулатех! Тавтапуҫ пурне те!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совечӗн социаллă сетьри страницинчен.