#владимирпутин
Владимир Путин Владивостока ҫитнӗ, унта Хӗвелтухӑҫ экономика форумне хутшӑнать.
ВЭФ уйӗсенче президент тӗнче пĕлтерĕшлĕ чылай тӗлпулу ирттерет. Сӑмахран, Малайзи премьерӗпе Анвар Ибрагимпа, КНР председателӗн заместителӗпе Хань Чжэнпа тата Сербин вице-премьерӗпе Александр Вулинпа калаҫса татӑлма палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне патшалӑх пуҫлӑхӗ федерацин Инҫет Хӗвелтухӑҫ округӗн инфратытӑмне аталантармалли ыйтусемпе канашлу ирттерет, Инҫет Хӗвелтухӑҫ аталанӑвӗн резиденчӗсене видеоҫыхӑнупа ҫыхӑнтарса интерактивлӑ презентацилессине пӑхса тухать. Приморье крайĕн губернаторĕпе Олег Кожемякопа та калаҫу плансенче пур.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75017/photos/78051
https://ria.ru/20240903/putin-1970367145.html
материалĕсем тӑрӑх.