Зиновьевсен ҫемье бизнесне пӗрлехи вӑйпа тата пӗр-пĕр-пӗрне ӑнланса пурнӑҫлаҫҫӗ.
Пишпÿлекрен Пелепей еннелле каякан ҫулҫӳревҫӗсемпе килнӗ хӑнасем нумаях пулмасть Пишпÿлеке кӗнӗ чухне запас пайсен ҫӗнӗ лавкки пуррине асӑрхарӗҫ пулмалла. Манӑн та пӗлес килчĕ, эпӗ лавкана ҫул ункай кӗрсе пӑхма шутларӑм, суту-илӳ точкин хуҫисене курсан, тӗлӗнсе кайрӑм. Вӗсем Григорипе Гульфия Зиновьевсем, тахҫанхи пӗлӗшсен ҫемйи пулчӗ. Вӗсем патне ирхине ирех, тавар илекенсем ҫук чухне, кӗрсе тухрӑм, лавка хуҫин арӑмӗпе кӑштах калаçма май килчӗ. Гульфия Рифкатовна обществӑра сӑпайлӑ та кӑмӑллӑ хӗрарӑм çăк турттармалли автомашинӑсен, сӑмахран, КАМАЗсен, тракторсен тата ялхуҫалӑх техникин запас пайĕсен лавкине уҫас шухӑш мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа пачĕ. Григорий Николаевича районта нумайăшĕ хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ, пирӗн патра йӑлана кӗмен ялхуҫалӑх культури - ыхра туса илекенскер пек, паллать. Ну, ун ҫинчен кӑшт каярах.
Григорий, фермер пулса тӑнӑскер, хӑйӗн техникине пуянлатма кирлине туйса, пысӑк та лайӑх вырнаҫуллӑ кабинӑна пула "ресторан" тесе ят панӑ хăватлă Т-70 трактор туяннă. Кивĕ трактора пĕтĕмпе çĕнĕрен юсама тивнӗ. Запас чаҫсене шыраса фермерсен ӗҫтешӗсем тавра ҫаврӑннă, кӳршӗ районсенчи лавкасенче шыранă. Ҫавӑн чухне вара запас пайсемпе тӑкак материалӗсен лавкине тракторсем, çăк турттармалли автомобильсемпе ялхуҫалӑх техники валли Пишпÿлекре уҫас шухӑш пырса кӗнӗ. Акӑ ӗнтӗ шухӑш пурнӑҫа кӗнӗ. Ассортиментра Камăри автомобиль завочӗн автомобилӗсем валли запас пайĕсем пур, вӗсене Набережные Челны хула заводĕнчен тӳррӗн илсе килеҫҫӗ, ҫавӑн пекех трактор валли запас пайсем, тӑкак материалĕсем те пур. Сӑмах май, малашлӑхра таварсен ассортиментне тата номенклатурине анлӑлатма тата ял хуҫалӑх техникин ытти маркисем валли те турттарма палӑртнӑ. Паян лавка клиенчӗсем уйрӑм ҫынсем пулаҫҫӗ. Уйрӑм предприниматель вырӑнти фермерсемпе ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсенчен заявкӑсем йышӑнма хатӗр.
Григорий Зиновьев — ыхра ҫитӗнтерекен фермер. Ҫак ялхуҫалӑх культурине акса тӑвас шухӑш ҫамрӑк каччӑн тахҫанах пиҫсе ҫитнӗ. Ҫурҫӗрте ӗҫленӗ чух Гриша унта час-часах хӑйӗн пахчинче ҫитӗнтернӗ чеснок турттарнă.
— Юлташсем эпĕ ÿстернĕ пахчаҫимӗҫ хĕрÿрех пулнине тӳрех асӑрхарӗҫ те татах илсе килме ыйтрӗҫ. Урӑх нимӗн те кирлӗ мар, ыхра ҫеҫ илсе кил, тетчĕç вӗсем, - аса илет Григорий.
Ҫапла майӗпен ыхра ҫитӗнтерес шухӑш ҫуралнă. Малтан хуняшшӗн пахчи пулнӑ, унта ӗлӗк ҫӗрулми ӳснӗ. Унта пултаруллӑ ҫамрӑк каччӑ чеснок лартма пуҫланӑ. Малтанхи ҫул лайӑх тухăç илнĕ. Ҫапла майӗпен опыт пухнӑ май хӑйӗн ыхра бизнесне анлӑлатасси ҫинчен шухӑшланӑ. 2020 ҫулта Григорий Зиновьев хӑйӗн фермер хуҫалӑхне регистрацилет, "Агростартап" программӑпа грант илме документсем парать. Конкурса ӑнӑҫлӑ иртсе 2 млн 700 пин тенкӗ чухлӗ укҫа-тенкӗ илсен ҫамрӑк фермер ял хуҫалӑх техники туянать: мини-трактор, акапуç, культиватор, фреза, сеялка, вӑрлӑх калибраторӗ. Тулубай ялӗнче ҫӗр лаптӑкне арендӑна илет. Григорипе Гульфия иккӗшӗ те ҫак ялтан. Зиновьевсен пурнӑҫӗ илемлӗ те ӑнӑҫлӑ пулса пырать. Ҫемье питӗ ӗҫчен, вӗсенчен кӑмӑллӑ та лайӑх энерги тухать. Пурне те хӑйсен тӳрӗ ӗҫӗпе тӑваҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, хӑйсен чеснок бизнесне тытса "тӳрӗ кӑмӑлпа" пурӑнаҫҫӗ.
Палӑртнӑ тӗллевсем пур пулсан, кирек мӗнле ӗҫ те ӑнӑҫлӑ пырать, вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланассипе те, пӗтӗм вӑйӗпе те пурнӑҫланаҫҫӗ. Зиновьевсен, тӳррипе каласан, ку ҫемьери чӑн-чӑн бизнес. Хӑйсен ĕçне пӗрлехи пухмачне ватти те, кӗҫӗнни те кӗртеҫҫӗ. Ӗҫ процесне утмӑл процент таран механизациленӗ пулин те, ӗҫре алӑпа ӗҫлемелли те пур, фермерсен амӑшӗсем тымарсене касса тата тухăçа сортлама пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Григорий хӑйӗн амӑшне хисеплесе "аслӑ агроном" тет. Ачисем те ӗҫре ҫитӗннӗ. Иртнӗ кӗркунне ҫартан таврӑннӑ Данил ывӑлӗ тата саккӑрмӗш класра вӗренекен Арина хӗрӗ — ашшӗ-амӑшӗн пулăшаканĕсем. Унсӑр пуҫне, ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Ĕҫ центрӗ урлă ӗҫлеме пултаракан пулӑшакан шкул ачисене сезонлӑ ĕçе явӑҫтарать, ҫавна май пысӑк социаллӑ ыйтӑва татса парать.
Гази МУХАМЕТОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Гази Мухаметов.