Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
23 Майӑн 2025, 09:50

Студентсем пулас ĕç параканпа тĕл пулнă

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗнче студентсем «отрасль сехечӗн» форматӗнче «Агрофирма «Родник» ООО ӗҫ параканӗпе Дмитрий Сергеевич Михайловпа тӗл пулнă.

Студентсем пулас ĕç параканпа тĕл пулнă
Студентсем пулас ĕç параканпа тĕл пулнă
Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗнче студентсем «отрасль сехечӗн» форматӗнче «Агрофирма «Родник» ООО ӗҫ параканӗпе Дмитрий Сергеевич Михайловпа тӗл пулнă.
Ӗҫ параканӗ ачасене ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене каласа панӑ. Тӗлпулу питӗ туслӑ та ирӗклӗ лару-тӑрура иртнӗ. Ҫавӑн пек тӗлпулусем питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем студентсене ӗҫ паракансен сӗнӗвӗсем ҫинчен информаципе тивӗҫтерме май параҫҫӗ, ӗҫ тытӑмӗпе те, условийӗсемпе те, ҫавӑн пекех вӗсен пулас профессин уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен тӳррӗнех пӗлме май параҫҫӗ тата вӗсене малашнехи ӗҫе вырнаçас ыйтӑва татса парассине шанма май параҫҫӗ.
Колледж студенчӗсем ӗҫ паракансемпе тӗл пулни - ӗҫе йӗркелессин пӗрремӗш утӑм!
Мероприятире ӗҫпе тивӗҫтерекен центр инспекторӗ тухса каланă, халӑха ӗҫе вырнаҫтарма пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫлакан ӗҫ программисемпе паллаштарнă.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районӗнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
Студентсем пулас ĕç параканпа тĕл пулнă
Студентсем пулас ĕç параканпа тĕл пулнă
Студентсем пулас ĕç параканпа тĕл пулнă
Студентсем пулас ĕç параканпа тĕл пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас