Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
19 Июнӗн 2025, 11:39

Пишпÿлекĕн тĕп площадӗнче ӗҫсем пыраҫҫӗ

Райцентрта тата  халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсенче пурӑнакансенчен нумайӑшӗ Пишпÿлекĕн тĕп площадӗнче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем мӗнле пынине сӑнаҫҫӗ.

Пишпÿлекĕн тĕп площадӗнче ӗҫсем пыраҫҫӗ
Пишпÿлекĕн тĕп площадӗнче ӗҫсем пыраҫҫӗ
Райцентрта тата  халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсенче пурӑнакансенчен нумайӑшӗ Пишпÿлекĕн тĕп площадӗнче май уявӗсем хыҫҫӑн строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем мӗнле пынине тӗлӗнсе сӑнаҫҫӗ. Асфальт витнӗ площадьре, типтерлӗ траншейӑсем касса, кунта армак-чармак йӗрсем тӑрӑх алтса тухнӑ. Эпир производство ӗҫӗсем мӗнле пынипе кӑсӑклантӑмӑр.
 
— Пирӗн бригадăсем Пишпÿлекĕн тĕп площадьне хӑтлӑх кӗртес ӗҫе иккӗмӗш ҫул тӑваҫҫӗ ӗнтӗ, — тет строительство ӗҫӗсен участокӗн начальникӗ Ленар Анварович Мухтаров. — Аса илтеретӗп: пӗлтӗр ИП Айдар Аминовăн мастерӗн пӗр бригади ҫуллахи эстрада сцени туса лартрĕ. Ку пӗрремӗш тапхӑр пулчӗ. Акӑ ӗнтӗ июньте эпир иккӗмӗш тапхӑра тытӑнтӑмӑр. Ҫӗр ӗҫӗсем пурте электропровод кабелӗсене хывассипе ҫыхӑннӑ, чи кирли — парк лупасӗсене — тимӗр конструкцисенчен тăвакан чуччисене, тенкелсене тата электроҫыхӑнӑва, хăшĕсене Стерлитамакра тăваççĕ, ҫирӗп никӗс хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ. Ҫитес ҫул эпир кунта ярмăрккӑ павильонĕсем лартатпӑр та площаде пӗтӗмпех асфальт саратпӑр. Пишпÿлек участокӗнче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсенче куллен ултӑ ҫын ӗҫлет.
 
Владимир СМОЛОВ.
 
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
 
 
 
 
Пишпÿлекĕн тĕп площадӗнче ӗҫсем пыраҫҫӗ
Пишпÿлекĕн тĕп площадӗнче ӗҫсем пыраҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас