Экскурсисем — ачасемшӗн йӑпану кӑна мар, вӗсен горизончӗсене анлӑлатма пулӑшакан пӗлтерӗшлӗ вӗренӳ процесӗ те. Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн шкул ҫулне ҫитмен аслӑ ӳсӗмри ачасем Пишпÿлекри почта уйрӑмне ҫитсе курнă.
Почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Тамара Николаевна Атаманова кӑсӑк экскурси ирттернӗ. Вӑл ҫырусемпе посылкӑсем упранакан ятарлӑ пӳлӗмсене кӑтартнă, вӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ районӗсемпе хулисене епле кайни ҫинчен каласа панă. Ачасем ҫакна пӗлнĕ: почта ӗҫченӗ корреспонденцие малтан купасем ҫине вырнаҫтарать, унтан адрессем тӑрӑх ҫырусем, журналсемпе хаҫатсем салатать.
Почтăри экскурси интереслӗ кӑна мар, пӗлӳллӗ те пулнă. Ачасем пирӗн обществӑра пысӑк вырӑн йышӑнакан пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ профессисемпе паллашнă. Тен, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри хӑйӗн пуласлӑхӗ тата суйласа илнӗ профессийӗ пирки шухӑшланӑ ӗнтӗ. Кам пӗлет, тен, Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнчи воспитанниксем хушшинче Раҫҫей почтин пулас ӗҫченӗ ӳсет.
Эпир Тамара Николаевнана пире вали вăхăт уйăрнăшăн тата тӑрӑшулӑхӗшӗн тав турăмăр, ҫавӑн пекех ҫакнашкал мероприятисем ачасене ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ӗмӗтсене хавхалантарасса шанатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.