#владимирпутин
РФ президенчӗ Владимир Путин юнкун, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, видеоҫыхӑнупа М-12 «Восток» автомобиль ҫулӗн Дюртюли-Ачит участокне уҫнӑ церемоние хутшӑннӑ.
«Паян эпир Дюртюли – Ачит ҫулӑн 275 ҫухрӑм ытла тӑсӑлакан ҫӗнӗ участокне уҫатпӑр.Вӑл М-12 «Восток» трассӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑрӗ. Вӑл хута кайсан хальхи автомагистральсем Санкт-Петербургпа Мускава, Уралӑн тӗп хулипе Екатеринбургпа, Раҫҫейӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх, промышленноҫ тата культура центрӗпе ҫыхӑнтарӗҫ», — палӑртнӑ вӑл.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ трасса ҫинче светофорсемсӗр хӑвӑрт пырассине йӗркеленине уҫӑмлатнă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, çакӑ Екатеринбургран Мускава каякан ҫула икӗ хута яхӑн кӗскетет.