#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнӑ май Удмурти пуҫлӑхӗ Александр Бречалов республикӑри оборонӑпа промышленноҫ комплексӗн предприятийӗсен ӗҫӗ пирки пӗлтернӗ.
Александр Бречалов палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑнти заводсем, йывӑрлӑхсене тата кадр кӑткӑслӑхне пӑхмасӑр, гражданла тата икӗ енлӗ продукци кӑларассине ӳстерес тӗллеве ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ.
Бречалов оборона промышленноҫӗ регион экономикинче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнă, унӑн регионти пӗтӗмӗшле продуктри тӳпи 22% ҫитет. Юлашки ҫулсенче отраслӗн малта пыракан предприятийӗсем, вӑл шутра «Калашников» концерн, Воткинск завочӗ тата «Ижевские беспилотные системы», ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн патшалӑх наградисене тивӗҫнĕ.
Президент ҫак кӑтартусене пысăка хурса хакланă, 22 процент лайӑх кӑтарту пулнине палӑртнă. Калаҫу вӑхӑтӗнче Удмуртин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене те сӳтсе явнӑ, ҫав шутра ҫул-йӗр строительстви, ял хуҫалӑхӗ тата сывлӑх сыхлавӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшмалли программӑсене, сӑмахран, фронтран таврӑнсан вӗсене професси тӗлӗшӗнчен хӑнӑхтарассине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Кремлӗн официаллӑ сайчӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-07-21/vladimir-putin-vstretilsya-s-glavoy-udmurtii-4320862