#владимирпутин
Сбербанка пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталантарни РФ финанс банкӗн пӗтӗм системин ҫирӗплӗхне тата шанчӑклӑхне шантарать, тесе пӗлтернӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин Сбербанкăн пуҫлӑхӗпе Герман Грефпа тӗл пулнӑ вӑхӑтра.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Путинпа Греф компанин иртнӗ ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене тата унӑн кулленхи ӗҫ-хӗлне сӳтсе явнӑ. Сӑмахран, Сбербанкăн пуҫлӑхӗ компанин таса тупӑшӗ пӗлтӗр ултă процента яхӑн ӳснине, депозит базин ӳсӗмӗ малалла пынине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех Греф биометрипе тата искусствӑлла интеллект моделӗсене аталантарнипе тӳлеме 1,2 миллион терминал вырнаҫтарасси пирки каласа панă.
«Сбер» ҫакӑн пек хӑвӑртлӑхпа аталанса пыни пирӗн финанс банкӗн пӗтӗм системин ҫирӗплӗхӗпе шанчӑклӑхне шантарать. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ Путин.
Новости РИА.
https://ria.ru/20250729/putin-2032126190.html