#владимирпутин
Донецк Халӑх Республикин (ДНР) пуҫлӑхӗ Денис Пушилин тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, РФ Президентне Владимир Путина Украина хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсем (ВСУ) региона тапӑнса сиенленнӗ ҫуртсемпе учрежденисене юсани пирки пӗлтернӗ.
«Кӑҫал кӑна эпир 109 вӗрентӳ объектне, 22 спорт объектне, 57 культурӑпа кану учрежденине юсама палӑртрӑмӑр», —палӑртнӑ вӑл патшалӑх Пуҫлӑхӗпе Кремльте тӗл пулнӑ май.
Чи пӗлтерӗшлӗ те символлӑ тесе Пушилин Донецкри фронт ҫывӑхӗнчи тӑватӑ района — Кубышев, Петров, Киев тата Киров районӗсене — юсама йышӑннине каланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, асӑннӑ территорисенче пӗтӗмӗшле 2189 объект, ҫав шутра нумай хваттерлӗ ҫуртсем, ҫавӑн пекех социаллӑ сферӑри 256 объект сиенленнӗ.
ДНР пуҫлӑхӗ юсав ыйтӑвӗпе оптимистла шухӑш-кӑмӑллине палӑртнă. Ӗҫсене кӑҫал пуҫӑнма палӑртнине пӗлтернĕ, ҫапах та юсав тапхӑрӗсене виҫӗ ҫула палӑртнӑ ӗнтӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, регионти влаҫсем ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗпе хураҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне Пушилин ҫул-йӗр сферинчи ҫитӗнӳсене палӑртнă. Вӑл 2,5 ҫулта регионта 1,5 пин ҫухрӑм ҫул юсанине, тунине пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/77705