Пишпÿлек районӗн бизнес-шерифӗ Александр Семенов Юрий Митрофановпа тӗл пулнӑ, унӑн форель хуҫалӑхӗ пирки пирӗн район тулашӗнче те пĕлеççĕ.
Бизнес-шериф ĕҫлӗ тĕлпулупа Ситекпуç ялӗнчи «Радужное» форель хуҫалӑхне ҫитсе курнӑ. Визит тӗллевӗ хуҫалӑх никӗслевҫипе, Юрий Иванович Митрофановпа, хальхи ĕç-хĕл лару-тӑрӑвне хаклама, ҫитӗнӳсене сӳтсе явма тата предприниматель хӑйӗн ӗҫне ертсе пынӑ ҫӗрте тӗл пулакан йывӑрлӑхсене тупса палӑртасси пулнă. Юрий Иванович хӑй хуҫалӑх тӑрӑх экскурси ирттернӗ, форель ҫитӗнтермелли пур тапхӑра та кӑтартнă — лĕкĕрен пуҫласа таварлă пулă таранах. Вӑл хуҫалӑх аталанӑвӗнчи ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнă. «Радужное» продукцийӗ — форель — районта пурӑнакансен кӑна мар, Пушкӑртстан Республикинче пурӑнакансен те ҫирӗп ыйтни, ҫакӑ продукт пахалӑхӗ пысӑккине пӗлтерет тесе палӑртнӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче ҫивӗч ыйтусене ҫӗкленӗ, сӑмахран:
апат хакӗ пысӑк; вӗсене туянас тӑкаксене саплаштарма пулӑшу пама май пурри.
Тĕлпулу тухӑҫлӑ та конструктивлӑ атмосферӑра иртнӗ. «Радужное» форель хуҫалӑхӗ районти агропромышленноҫ комплексне аталантарас ӗҫе тӳпе хывакан пӗчӗк бизнесӑн тӗслӗхлӗ предприятийӗ пек хӑйне кӑтартнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.