#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 3-мӗшӗнче Владивостока вӗҫсе килнӗ, унта юбилейлӑ Хӗвелтухӑҫ экономика форумӗн пленум ларӑвне хутшӑнӗ.
Путин форумра Инҫет Хӗвелтухӑҫ федераци округне аталантарассипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти ирттерӗ.
Маларах Путин Китая тӑватӑ кунлӑх официаллӑ визита вӗҫленӗ. Пресс-конференци вӑхӑтӗнче Раҫҫей лидерӗ Китая кайса килнин кӑтартӑвне ырӑ тесе каланӑ. Калаҫу пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Путин тата КНР председателӗ Си Цзиньпин патшалӑхсем икӗ енлӗ килӗштерсе ӗҫлесси пирки 20 ытла документ алӑ пуснӑ. РФ президенчӗ каланӑ тӑрӑх, Мускав Пекинпа стратегиллӗ ҫыхӑну тытма, ҫыхӑнусене ҫӳллӗ шайра ҫирӗплетме хатӗр. Унсӑр пуҫне Путин Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул тата милитаристла Японие ҫӗнтернӗренпе Пекинра ҫар парачӗ питӗ лайӑх иртнине палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Владимир Смирнов, ТАСС.