Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
27 Октябрӗн 2025, 11:11

Путин автотранспорт комплексне Раҫҫей экономикин тӗп отраслӗ тенӗ

#владимирпутин

Путин автотранспорт комплексне Раҫҫей экономикин тӗп отраслӗ тенӗ
Путин автотранспорт комплексне Раҫҫей экономикин тӗп отраслӗ тенӗ

 

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин октябрӗн 26-мӗшӗнче автомобиль тата хула пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене саламланă, вӗсем ҫӗршыв экономикин аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнă.

«Автотранспорт комплексӗ экономикӑн тӗп, стратегиллӗ отраслӗсенчен пӗри, ҫӗршывӑн инфратытӑмӗн пӗлтерӗшлӗ, уйрӑлми пайӗ шутланать», — тенӗ Кремль сайтӗнче пичетленнӗ саламлӑ телеграммӑра.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗ транспорт отраслӗнче ӗҫлекенсем тӑрӑшнипе промышленноҫпа ял хуҫалӑхӗ аталанса пынине, ҫакӑнпа пӗрлех граждансен ырлӑхӗ ӳснине палӑртнă.

Путин наци проекчӗсемпе патшалӑх программисен шайӗнче ҫул-йӗр инфратытӑмӗ хастарлӑн ҫӗнелнине, маршрутсем ҫине ку чухнехи транспорт тухнине, специалистсене професси хатӗрлес тӗлӗшпе требованисем ӳснине палӑртнă. Уйрӑммӑн президент отрасль ветеранӗсене тав тунă, фронтовик-ҫул-йӗрҫӗсемпе водительсен ӗҫри паттӑрлӑхне палӑртнă.

https://iz.ru/1979401/putin-nazval-avtotransportnyi-kompleks-bazovoi-otrasliu-ekonomiki-rossii-izi

 

Путин автотранспорт комплексне Раҫҫей экономикин тӗп отраслӗ тенӗ
Путин автотранспорт комплексне Раҫҫей экономикин тӗп отраслӗ тенӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас