Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
4 Мартӑн , 11:00

Путин Кремльте Раҫҫей федераллӑ казначействин пуҫлӑхне йышӑннӑ

#владимирпутин

Путин Кремльте Раҫҫей федераллӑ казначействин пуҫлӑхне йышӑннӑ
Путин Кремльте Раҫҫей федераллӑ казначействин пуҫлӑхне йышӑннӑ

#владимирпутин

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Кремльте Федераллӑ казначейство пуҫлӑхне Роман Артюхина йышӑннӑ. Кун пирки пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Кремлӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ.

«Хыснана пӗлтӗр 1,5 триллион тенкӗ ӗҫлесе илтӗмӗр. Вӗсенчен 1 триллион та 183 млрд тенкӗ — федераци бюджечӗн тупӑшӗ», — каласа кӑтартнă тӗлпулура Артюхин.

Ҫакӑн пек лайӑх кӑтартӑва пурнӑҫлама Владимир Путин кӗртме хушнӑ цифра йышӑнӑвӗсем пулӑшнине пула пулнă тенĕ Артюхин. Документсене электронлӑ майпа алӑ пусма пултарнине, ҫавӑн пекех пурнӑҫланӑ ӗҫсен акчӗсене те электронлӑ тӑратнине палӑртнă. Унччен актсене 30 кунра тӳленине, халӗ тӳлев вӗсене алӑ пуснӑ хыҫҫӑнах пулса иртнине каланă.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru.

https://iz.ru/2052499/2026-03-03/putin-prinial-v-kremle-glavu-federalnogo-kaznacheistva-rossii

 

 

Путин Кремльте Раҫҫей федераллӑ казначействин пуҫлӑхне йышӑннӑ
Путин Кремльте Раҫҫей федераллӑ казначействин пуҫлӑхне йышӑннӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас