

Авариллӗ шӑтӑксене пӗтерме сакӑр хулапа 26 муниципаллӑ район хутшӑннӑ ӗнтӗ. Мартăн 30-мӗшӗ тӗлне республикӑра асфальт сарнӑ автомобиль ҫулӗсен 23 процентне яхӑн тӗрӗсленӗ. Специалистсем 7180 кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, вӗсенчен хальлӗхе 1347 пӗтернӗ — сивӗ асфальтпа усӑ курса. Кун пирки ЦУРти оперативлӑ канашлура Пушкӑртстанри транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова пӗлтернӗ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, регионти тата муниципалитетсем хушшинчи трассӑсенче авариллӗ шӑтӑксене пӗтерессине тӗрӗслесси малалла пырать. Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче те ӗҫ вӑй илсе пырать. Процеса сакӑр хула округӗпе 26 район хутшӑннӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн социаллӑ коммуникацисен управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Прочаковская иртнӗ эрнере кӑна ҫулсен лару-тӑрӑвӗпе 2500 яхӑн ҫӑхав килнине палӑртнă.
Регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров лару-тӑру ҫынсене хытă кӑмӑлсӑрлантарнине палӑртнă: ҫулсем, вӑл каланӑ тӑрӑх, питӗ кивелнӗ, тӑтӑшах ҫӑхавсен сăлтавӗ пулса тӑраҫҫӗ. Вӑл ӗҫ хӑвӑртлӑхне ÿстерме ыйтнӑ, тӗп яваплӑх Транспорт министерствипе ЖКХ министерствинче пулнине палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне республика ертӳҫи ҫулсене юсамалли сроксемпе плансем ҫинчен ҫынсене уҫҫӑн пӗлтермеллине палӑртнӑ.