Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
1 Апрелӗн , 11:18

Путин М-12 трасса ҫинче пилотсӑр грузовиксен юхӑмне старт панӑ

#владимирпутин

Путин М-12 трасса ҫинче пилотсӑр грузовиксен юхӑмне старт панӑ
Путин М-12 трасса ҫинче пилотсӑр грузовиксен юхӑмне старт панӑ

 

#владимирпутин

РФ президенчӗ Владимир Путин ытларикун, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, транспорт комплексӗн объекчӗсене уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Видеоконференци формачӗпе вӑл М-12 «Восток» трасса тӑрӑх пилотсӑр грузовиксем ҫӳреме тытӑнасса, турттарассине цифрӑлас плансем тата тухӑҫ ҫул-йӗрӗпе Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа панӑ. Путин ҫӗнӗ транспорт объекчӗсене хута яни ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ отрасльне тата пӗтӗмӗшле экономикине аталантарма лайӑх витӗм кӳрессине палӑртнă.

«Ирӗк паратӑп, Турӑ пулăштăр!» — тенӗ Путин юхӑма хута ямалли церемони вӑхӑтӗнче.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/79443

https://iz.ru/2070003/putin-dal-start-dvizheniiu-bespilotnykh-gruzovikov-na-trasse-m-12-glavnoe-izi

 

Путин М-12 трасса ҫинче пилотсӑр грузовиксен юхӑмне старт панӑ
Путин М-12 трасса ҫинче пилотсӑр грузовиксен юхӑмне старт панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас