

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин апрелĕн 14-мӗшӗнче «Россети» ПАО генеральнӑй директорӗпе Андрей Рюминпа ӗҫлӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче компанин ҫӗршывшӑн стратегиллӗ пӗлтерӗшне палӑртнӑ.
«Россети» — электросеть чи пысӑк ушкӑнӗ, 77 проценчӗ патшалӑхӑн. Ним ӳстермесӗр, стратегиллӗ предприяти», — тенӗ Путин.
Рюмин вара инвестици программи 2026 ҫулта 900 миллиард тенкӗ планланине каласа панă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, инвестпрограмма шайӗнче пур электросеть объекчӗсене ҫӗнӗ тума, ҫӗнетме тата реконструкцилеме палӑртнӑ.
Компанин гендиректорӗ те ушкӑнӑн 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх тунӑ ӗҫ кӑтартӑвӗсем пирки пӗлтернӗ. «Россети» Раҫҫейӗн 82 регионӗнче ӗҫлет, ҫӗршывра туса кӑларакан 80 процент электроэнергие параҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/79548
https://iz.ru/2078662/putin-vstretilsia-s-glavoi-rossetei-riuminym-izi