

Çу уйӑхĕнче Пушкӑртстанра пурӑнакансене вӑрӑм канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ. Майăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 3-мӗшӗччен Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне, майăн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне майăн 27-мӗшне Республика правительствин 2025 ҫулхи июлĕн 15-мӗшӗнчи 322-мĕш номерлĕ постановленийӗпе килӗшӳллӗн Курбан-байрам ячӗпе ӗҫлемелли мар кун тесе пӗлтернӗ.
Уявсем умӗн ӗҫ кунӗ пӗр сехете чакать: апрелӗн 30-мӗшӗнче, майӑн 8-мӗшӗнче тата майӑн 26-мӗшӗнче. Отпускниксемшӗн пӗлтерӗшлӗ нюанс: РФ Ӗҫ кодексӗн 120 статйипе ӗҫлемелли мар уяв кунӗсем (Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ, Курбан-байрам) ҫулленхи отпускӑн календарь кунӗсен шутне кӗмеҫҫӗ.